Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аслӑ масар-хӑямат... (Петӗр Хусанкай)

Аслӑ масар-хӑямат,
Утҫӑм кӗме хӑяймасть.
Туй пуҫ лаши тур лаша
Кукалесе ҫӗр чавать:
Шӑнкӑрав шӑнкӑр тӑвать,
Тенкисем чӑнкӑр тӑвать.
Хӗр тантӑша, ял-йыша
Кӳме ҫине ҫӗклерӗм,
Пӗркенчӗкне сирмерӗм,
Ватсен пилне куклетрӗм.

— Асаттеҫӗм, асатте,
Манӑн ырӑ асатте!
Ют ҫын ачи туйӗнче
Юс тир камсул тӑхӑнтӑн,
Юр юрласа савӑнтӑн,
Таш ташласа ывӑнтӑн.
Ачун ачин туйӗччен
Тӗнӗсӗр пӳрт туянтӑн,
Хура ҫӗрпе хуплантӑн,
Юман юпа йӑтайрӑн.

Асаннеҫӗм, асанне,
Манӑн ырӑ асанне!
Ют ҫын ачин туйӗнче
Юр пек сурпан сырӑнтӑн,
Кӗмӗл хушпу тӑхӑнтӑн.
Хӗвеле вӑтантартӑн.
Ачун ачин туйӗччен
Питне пирпе витейрӗн,
Ҫине ҫерем пӗркейрӗн,
Ҫӑка юпа ҫӗклейрӗн.

Асаттеҫӗм, асатте!
Асаннеҫӗм, асанне!
Аркӑр ҫинчи ачӑра
Ара ҫитерейнӗ чух
Иксӗр харӑс пултӑр ҫук,
Хурланать-ҫке манӑн чун...
Ҫӑмӑл пултӑр нӳр тӑпра!
Асӑнатӑп, тайлатӑл,
Тулли курка тӑкатӑп,
Пехилӗре ыйтатӑп.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Петӗр Хусанкайӑн ытти сӑввисене


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-02-08 11:17:16 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2927 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем